Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Чечек (М. Удалов, VI пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


Кун шавӗ сӳнчӗ. Тахҫанах
Хӗвел арман хыҫне пытаннӑ.
Тӳпе шуранкӑ-ха, ҫавах
Ҫут ҫӑлтӑрсем кар сапаланнӑ.
Тӑрать пит лӑпкӑн ҫурхи каҫ:
Ҫил вӑйӗ те вӑраххӑн хухрӗ,
Шур уйӑх тунсӗхланӑн тухрӗ —
Уйра вӗҫтерчӗ, ак, мулкач.
Каҫра сӗнк пулчӗ ҫут ҫанталӑк,
Тӑрать тӳлеккӗн тӗлӗрсе.
Тем пӑшӑлтатрӗ сӗм ҫӑкалӑх,
Лӑпланчӗ ыйха кӗрсе.

Кавруҫ ҫӳрет, ҫӳрет вӑл ҫулсӑр,
Ӑҫта каяс, хӑть лар йӗрсе.
Ун чунӗ тулашать халь шутсӑр,
Ӑшран тухасшӑн ҫӗмӗрсе.
Ах, ҫухалас килет Кавруҫӑн
Ҫын кӗрейми сӗм чӑтлӑхра.
Пит йывӑр: чӗрере ун хуҫӑк,
Ларса канасшӑн хӑтлӑхра.
Ӑҫта-ши хӑтлӑхӗ, кам калӗ,
Ӑҫта вырнаҫнӑ, хӑш тӗлте?
Явапӗ ҫук — те ӑраскалӗ
Ӑна халь вӑрттӑн йӗкӗлтет.

Пуҫра пӗр шухӑш: «Тим ҫитмерӗ,
Ытла вӑл пулчӗ лечеке;
Хам ӑс, хам тӑн хамран иртмерӗ...
Ҫав кӳрентерчӗ Чечеке».
Асапланать Кавруҫ сӑлтавсӑр,
Паян хӑйне халь айӑплать.
Ара, пӗлет-ҫке-ха вӑл: тавсӑр
Иртмест ку ӗҫ; ҫак тӑлӑлать.
«Курасчӗ, — шухӑшлать, — курасчӗ,
Савни умне чуна хурасчӗ...
Кӗтсе илеп-ши ырлӑха?»
Кавруҫ ҫул тытрӗ хырлӑха.

Чечекшӗн канӑҫ ҫук ниҫта та,
Пӗр хӑтлӑ вырӑн тупаймасть.
Вӑл тархаслать: «Чӗрем, ан татӑл».
Анчах чӗри ун ӑнланмасть,
Вӑл халӗ парӑнмасть хӗре.
Сурать, сурать, ним те тӑваймӑн,
Ах, чӗрене тайӑлтараймӑн —
Тӑкаймӑн ун чирне ҫӗре.
«Ӑҫта Кавруҫ?» Чечек шырать:
Вӑл пусарасшӑн хурлӑха.
Ҫул тӑрӑх васкаса пырать.
Ак ҫитрӗ тухрӗ хырлӑха.

«Чечекӗм...»
«Ҫук эп тӗнчере.
Мана эс пӗр сӑмах та ан чӗн».
Ах, суранланнӑ чӗрере
Кавруҫӑн шанчӑкӗ путланчӗ.
«Чечекӗм...»
«Ан чӗн... Кӑларасшӑн
Тӳрре, куратӑн, хӑвна ху.
Ӑман пулса, тен, пурӑнасшӑн?
Апла эс хырӑмпала шу»;
«Чечек теп!» Ялт! ӑшра вут хыпрӗ,
Куҫран ун сирпӗнчӗ хӗлхем,
Самантлӑха чун чул пек хытрӗ,
Чӗнленчӗ, ҫыхӑнчӗ чӗлхе.

Ик кӑмӑл ҫапӑнчӗ — чӗнмерӗҫ,
Пӗр вӑхӑт пӑхрӗҫ пӗр-пӗрне.
Чун савнине, тен, ҫӗнеймерӗҫ,
Курмарӗҫ чӑнлӑхӑн йӗрне?
Ах, ҫав тери хӗмленнӗ туйӑм!
Вӑл ҫут ҫанталӑкӑн парни.
Санра пулсан вӑл, ҫын, эс пуйӑн:
Хӗрӳлӗх пулӑ, ӑнкарни.
Ӑҫта этемӗн чун хӑвачӗ?
Ӑна илеймӗн сывлӑшран.
Тен, туйӑма ӑс ирӗк пачӗ? —
Сӑмах кӑларчӗ хӗр аран:

«Кавруҫ, мана эс тӗлӗнтертӗн
Сатурлӑх чӗптӗм ҫуккипе.
Юратӑва вӗҫерӗнтертӗн —
Манран вӑл тарчӗ сиккипе.
Кала-ха, ма эс ирӗк патӑн
Ҫав ирсӗре хӑвна ҫапма,
Ма тавӑрмасӑр эс хӑвартӑн?
Пӗлетӗп, сан вӑй-хал ҫук мар.
Анчах эс чӗрӳпе сӳслентӗн,
Асу-тӑнупала тӳлентӗн...
Ах, ма ухмах-ши ман шӑпа?
Ҫук, вӗрентеймӗн пушӑпа.

Ах, намӑс, намӑс... Ӑш ҫунать.
Чи тасине паян ҫӗтертӗм.
Сисетӗн-и? Халь ман чуна
Пӗр хӗрхенмесӗр кӳрентертӗн».
Чӗтрет хӗр, кайнӑ пек шанса,
Анчах ӑна пит пӑчӑ, пӑчӑ...
Нумайчченех салхуллӑн тӑчӗ
Юман ҫумне вал тайӑнса.
Ҫапах та ҫуйкӑн туйӑмне
Вӑл ниепле тытса чараймӗ,
Халь ҫӗнтереймӗ хуйӑхне.
Кавруҫ ӑнланчӗ: вӑл каҫармӗ.

Асламӑш Кавруҫа чӑр! пӑхрӗ,
Ӑнланчӗ: ҫамрӑк тулашать,
Чунне инкек ҫӗлен пек сӑхрӗ,
Те кӑмӑлӗ халь туртӑшать.
Анчах сисет вӑл, куҫ хӗлхемӗ
Самант сӳнет те чӗрӗлет,
Чӗри кӑваррӑн ҫуннӑҫемӗн
Пит-куҫӗ нар пек хӗрелет.
Ах, чун ытла та тулашсассӑн,
Ҫук, пытараймӑн хупласа,
Чӗре ытла та ыратсассӑн,
Ӑна чараймӑн уласа.

Кавруҫӑн ӑшӗнче кашларӗ
Ҫил-тӑвӑл кашкӑр пек урса...
Асламӑш лӑпкӑн ачашларӗ
Пуҫне алли ҫине хурса.
Анчах Кавруҫӑн тӑвӑнни
Шӗрлерӗ, сикрӗ татӑлса,
Пырта ун чӑтӑм пӑвӑнни
Шӑнкав пек тухрӗ катӑлса:
«Каҫар, ман кӑмӑл пӑтранать,
Халь чунӑм касӑлса кӳренчӗ,
Тумламӑн пухӑнни кӳлленчӗ,
Вӑл Атӑл евӗр хумханать.

Паян хама эп кураймастӑп.
Хуралчӗ маншӑн ҫут тӑнче.
Хама йыт вырӑнне хумастӑп,
Анчах эп мӑшкӑл айӗнче.
Ман кӑкӑрта халь тулашу,
Халь пурнӑҫ вилӗмпе тӗл пулчӗ:
Пырать хаяррӑн тавлашу.
Сив ҫилӗпе ӑш-чикӗм тулчӗ.
Аманнӑран ман сӳнчӗ хал.
Ухтер мана питрен хыт ҫапрӗ.
Хастарлӑхӑм сасартӑк чакрӗ...
Ах, тавӑрмашкӑн вӑй сахал.

Эх, асаннем, телейӗм, ырлӑх
Таптанчӗ выльӑх айӗнче,
Ӗмӗрлӗхе пит таран шырлӑх
Юлать чӗремӗн варринче.
Ку мӑшкӑла курассӑм марччӗ...
Ах, намӑс, намӑс ҫунтарать.
Ма ҫав тери шӑпам хӑмсарчӗ,
Телейӗм мӗншӗн юнтарать?
Вӑл ман пата тепле чӗнсен те
Ача пек пымӗ йӑл кулса.
Ҫук, хӑпараймӑн чун сӗнсен те
Ҫӳле, телейсӗр ҫуралсан».

«Ухтер-и? Пирӗн тӗп ӑрушӑн —
Синкер, вӑл ӗмӗрлӗх инкек, —
Ах, калама та пит хӑрушӑ, —
Тахҫан вӑл кӑларать тинке.
Нумай ҫул йывӑра чӑтса,
Хам хурлӑха ӑшра эп тытрӑм,
Хам куҫҫуле эп хам ҫӑтса
Ҫын умӗнче чуллантӑм, хытрӑм.
Паян кунччен те, ҫук, никам та
Хурланнине пӗлмен, курман,
Ашра вут-ҫулӑм пек ҫунсан та
Ума тухса вӑл палӑрман.

Эпир киревсӗр ӗҫ туса
Пулман ҫын умӗнче усал,
Ҫук, вараланнӑ ҫын пулман,
Йӑхран нихҫан та ял кулман —
Эпир — таса. Эс каялла
Ан чак, ан пӑрӑн! Ӗненместӗп,
Халех кассассӑн та алла,
Эс мӗскӗнленнине. Сисетӗп
Сан ӑшунти шел кӑвара.
Кала, инкекӗ витлесессӗн,
Е пурнӑҫра хӗн-хур килсессӗн,
Пуҫна эс усӑн-ши вара?
Кӗтместӗн, хурлӑх ҫине хурлӑх
Килет, ҫитет — тупать ҫулне.
Ун чух сехмет пӗр пурлӑх-юрлӑх,
Вӑлах ҫиет-ҫке чун мулне.
Ухтер аслаҫуна ӑсатрӗ
Ним айӑпсӑр сив Ҫӗпӗре.
Ман ыр телейӗме ҫав татрӗ...
Ытла ыратрӗ-ҫке чӗре
Аран ура ҫинче эп тӑтӑм:
Ӑш типрӗ ман, ҫемҫелчӗ ал.
«Парсамччӗ, Туррӑм, — терӗм, — хал,
Парсам, тархасшӑн, тӳсӗм-чӑтӑм».

Илтмерӗ Туррӑм кӗллӗме,
Памарӗ кирлӗ чух вӑл сывлӑх.
Курмарӗ, тен, ман тӗллӗме,
Те пулнӑ манӑн пысӑк ҫылӑх
Е айӑплӑ ун умӗнче?
Чун алӑкне ҫынсемшӗн хупрӑм;
Тарса пытантӑм. Канӑҫ тупрӑм
Ҫапах та тусӑм ҫумӗнче.
Вӑл, хурлӑх ҫулӗ, анлӑ, вӑрӑм.
Пит хӗн вӑл тыткӑна илсен.
Калаҫҫӗ ҫавӑнпа: «Ан пӑрӑн
Ҫынран эс, йывӑрлӑх килсен».

Имшер ҫын ӗмӗчӗ — хыт ҫӑкӑр,
Вӑл унӑн пурнӑҫӗн виҫи.
Уничерен тухман ҫын — вӑкӑр:
Камра патак, ҫав ун хуҫи.
Ах, пурнӑҫ — кӗрт вал: аш та аш,
Ашма пӗлсен тухан чапа.
Мӗн чул хур курнӑ-ши чӑваш?
Вӑл парӑнман ӑна ҫапах —
Чура пулман-тӑр. Унӑн ҫулӗ,
Тен, Атӑл урлӑ та каҫман,
Ун пултӑр тӑкӑннӑ куҫҫулӗ,
Чыссӑрлӑхпа вӑл хаклаҫман.

Ан мӗскӗнлентӗр ҫын, ан ӳктӗр
Ҫак ҫут ҫанталӑк умӗнче,
Нихҫан та ӗмӗчӗ ан ҫӗттӗр,
Юлсан та тӑлӑххӑн, пӗччен.
Нумайӑш этемрен килмест
Ҫак аслӑ, ҫутӑ тӗнчере,
Анчах ҫын шанчӑкӗ сӳнмест,
Чӗнет вӑл тулӑхлӑ ҫӗре.
Ах, шанчӑк, шанчӑк, ҫурататӑн
Эс ырӑ туйӑма ялан,
Чун хурлансассӑн йӑпататӑн,
Хӑш чух анне пек ыталан.

Анчах сана, вут ҫуннӑ чух
Час-час вут-шанкӑ хумасассӑн,
Вучах сӳнет — ун вӑйӗ ҫук.
Ун тӗтӗмӗ те кассӑн-кассӑн
Ҫилпе вӑраххӑн вакланса
Пӗтет хир тӑрӑх саланса.
Ҫапла этем те юратусӑр
Юлать, — шӑп хывӑх, — пушанса
Пырать ҫын пурнӑҫ тӑрӑх унсӑр
Ҫут тӗнчерен те ютшӑнса.
Хӗлхем пулсассӑн чӗрере
Ҫын халӗ сӳнмӗ ӗмӗрех.

Пулса иртни ма пит хӑратрӗ
Хавшак чӗреллӗ ял-йыша.
Мӗн-ма ун канӑҫне аркатрӗ,
Ытла ҫунтарчӗ халь ӑша?
Сӑлтавӗ пур-тӑр: ыраттарчӗ
Курни ытла та чӗрене,
Сӗме илни ӑна ваттарчӗ
Кив йӑлапа хӑнӑхнине.
Хӑнӑхнине юлхавлӑх теҫҫӗ,
Калаҫҫӗ хӑшӗсем — тӳсни
Тӳссе ирттернисем пӗлеҫҫӗ:
Вӑл хытӑ пурнӑҫра ӳсни.

Иртет вӑл вӑхӑт: вӑй чакать,
Килет ҫӗн шухӑш, ҫӗнӗ ӗмӗт,
Кӗҫ мукалать, этемӗн сӗмӗ
Вара, пӗл, ватӑ сӑн ҫапать.
Ҫапла ялан ӗмӗрхине
Паянхипе хыт тупӑштарӗ.
Кара самант ҫеҫ улӑштарӗ
Ҫак ҫут ҫанталӑк йӗркине,
Пур пуҫӗ, вӗҫӗ япалан,
Шалти те пур ун, пур ун тулӗ,
Эс ҫавӑнпа ан сапалан:
Хӑвна ху пуҫтарма хӗн пулӗ.

Шӑпу, — пӗлместӗп эпӗ, — темшӗн
Асап кӑтартрӗ-ха сана.
Шӑпу та мар, тен, самана?
Асра тыт: тӑрӑшмасть этемшӗн
Турри, хуҫи те... Курении те
Ҫакна туймашкӑн кансӗрлет.
Ҫын тухмасассӑн ҫулӑм витӗр.
Пӗлмест вӑл чӑнлӑха — ӗрлет
Ӗрлет, анчах та ҫут ҫанталӑк
Пырать-мӗн хӑйӗн йӗрӗпе:
Вилекентен юлать амалӑх,
Ҫӗн йӑх татуллӑ ӗмӗрле.

Телейсӗр кунсенчен тараймӑн —
Тӗл-тӗл тустарӗ пурнӑҫна.
Ун чух унран эс хӑтӑлаймӑн,
Асам айне чиксе пуҫна.
Чуна вӑрӑ-хурахлӑн тирӗҫ,
Усал ҫын тӑрӗ тӑрӑнса.
Унпа пулсассӑн хире-хирӗҫ,
Ан тӑр ҫултан эс пӑрӑнса
Йӑпӑлтатмашкӑн ан хӑтлан,
Ун умӗнче ан ыйӑхлан.
Ялан эс пуринчен ытла
Ултавлӑ чӗлхерен сыхлан».

Кавруҫ пӗлет: асламӑш куҫӗ
Сӑнарӗ туйӑм ейӗвне.
Кавруҫ сисет: вӑл ҫеҫ халь уҫӗ
Ун тӑвӑнланнӑ кӑмӑлне.
«Йӑпат мана, — тет, — асаннем,
Йӑпат, ман кӑмӑла эс ҫавӑр.
Ах, ҫӑтрӗ-ҫке пӑтраннӑ авар
Телейӗме халь манӑнне.
Чун-чӗрере ытла та хӑвӑл,
Ӑш-чик ҫунать — вал типӗре...
Килсе туларӗ вӑйлӑ тӑвӑл,
Вӑл вӗрӗлтерчӗ ман чире».

Итлет асламӑш шарламасӑр,
Пӳлмест вӑл шухӑш юхӑмне,
Хӑй кӑмӑлне вӑл кӑтартмасӑр
Хистет халь туйӑмӑн хумне.
Сӑмах хушмасӑр чӑтаймарӗ —
Хумхантарать пулни-иртни,
Чуна вӑл хытӑ ҫунтарни.
Вӑл ҫавӑнпа сӑмах пуҫларӗ:
«Ах, ҫичӗ ҫул ӑшра чул пек
Мана тӑрать-ҫке пусарса
Хӑяв Вӗри чӗр куҫҫульпе
Нумай хут макӑрнӑ ларса.

Ашра кӑвар. Халь кам сӳнтерӗ,
Терте кам чун ҫинчен тӳнтерӗ?
Тӑрать куҫ умӗнче тӑшман...
Пуҫ янӑрать, пит тӑвӑр, хӗсӗк,
Ытла саланчӑк шухӑш ман.
Куҫран ҫухалчӗ уйӑх тӗсӗ —
Тӳпе хуралчӗ. Васкама
Мана, куратӑн, ҫитрӗ вӑхӑт.
Ах, пурнӑҫшӑн пулсан та сӑхӑ
Кама-ха сапӑрлас, кама?
Куҫра тӗттӗмленет тӗнче...
Ухтер ман куҫӑм умӗнче».


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-16 22:05:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2500 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем